Элĕк енре ÿкернĕ фильм диплома тивĕçнĕ
Вулакансем астăваççĕ пулĕ, иртнĕ çулла пирĕн района Мускавран Марина Разбежкина режиссер ертсе пыракан ушкăн чăваш хĕрарăм-комбайнерĕ çинчен кино ÿкерме килнĕччĕ. Халĕ вăл «Время жатвы» ятпа экрансем çине тухнă та ĕнтĕ. Сюжечĕ питĕ интереслĕ. Хĕрарăм-комбайнер социализмла ăмăртура çĕнтерет те наградăна тивĕçет. Вăл парне вырăнне çитцă парасса кĕтнĕ пулнă, анчах ăна унран начартарах ĕçлекенсене панă. Çĕнтерÿçĕсене вара чи хаклипе – куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавпа чысланă. Ялава вара шăшисем пикенсех ваклаççĕ. Социализмла ĕç ударници пушă вăхăтра ялава саплать те саплать…
Çапла витĕмлĕ те кулăшла сăнарланă социализм саманинчи пурнăçа пултаруллă кинорежиссер. Çавăншăн «Время жатвы» фильм Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери 26-мĕш кинофестиваль димпломне тивĕçнĕ.