Спорта вăйлатас тĕллевпе
Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пурри çинчен пĕлетпĕр. Унăн пĕлтерĕшĕ пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Çак кунсенче вара унăн пурнăçĕнче улшăну пулнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн спорт шкулне вĕрентÿ управленийĕн балансĕнчен культурăпа спорт пайĕн балансĕ çине куçарнă. Çавна май малашне спорта пĕрле, пĕр тĕллевпе аталантарса пыма майсем пурри паллă. Апла пулсан кирлĕ те усăллă ĕçре çанă тавăрса тимлени çеç кирлĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета