Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Олимп вăййисене хутшăнни – пысăк чыс

Олимп вăййисене хутшăнни – пысăк чыс

 

Афинăра кăçал иртекен çуллахи XXVIII-мĕш Олимп вăййисенче Раççей чысне пĕтĕмпе 473 спортсмен хÿтĕлĕ. Пирĕн команда хисепĕпе чи нумаййисенчен пĕри шутланать. Вĕсен йышне Чăваш Республикин маттур та пултаруллă спортсменĕсем те кĕреççĕ. Олимп вăййисенче пирĕн районти Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ АĕИванова та хутшăнни пирки иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Вăл – тĕнче класлă спорт мастерĕ. 2003, 2004 çулсенче кросс енĕпе Раççей чемпионки пулса тăнă. А.Иванова çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче 18 сехетре «Панатинаико», «Каллимармаро» стадионсенче марафон чупать.

Олимп вăййисем августăн 11-мĕшĕнче пуçланаççĕ те 29-мĕшĕнче вĕçленеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 августа 2004
00:00
Поделиться