Министерство кунĕнчи тĕлпулусем
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче республикăра Министерство кунĕ иртнĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин следстви уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Владимир Александрович Емельянов килнĕ. Владимир Александровича район пуçлăхĕ В. И. Анисимов Элĕк тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, хыççăн вĕсем Элĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. В. Емельяновпа В. Анисимов аслă классенче вĕренекенсен урокĕсенче пулса калаçусем ирттернĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, физкультурăпа тата спортпа туслă пулма сĕннĕ.
Çакăн пек тĕлпулусем Вутлан шкулĕче те иртнĕ. Кун хыççăн В. Емельяновпа В. Анисимов ял администрацийĕнче халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.