Министр газ кĕртес ыйтупа паллашрĕ
РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов Хирлеппуç Мĕлĕше килсе кайнă хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, ку ялта кĕçнерникун ЧР строительство министрĕ В. Филатов (П. Семенов ыйтнипе) пулчĕ. Вăл ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе А. Платоновпа «Элĕк газ» предприятин директорĕпе В. Дубининпа тата «Алтаир» хупă обществăн ертÿçисемпе пĕрле ялта газ кĕртессипе çыхăннă ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ. Унтан çак ял çыннисемпе тĕл пулчĕ.
Владимир Николаевич ку тăрăхри виçĕ ялта газ кĕртессипе ĕçлессине япăхтарса янине асăнчĕ. Çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерсе пыма май пулнă, анчах та вырăнти администраципе газ ĕçченĕсем пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеменни те ĕç тухăçлăхне чакарнă. Урамра пăрăх хумалли шăтăксене чавмалла. Хăш-пĕр кил тĕлĕнче вара строительство материалĕсем выртнăран иртсе кайма май çук. Çавăнпа та министр ял çыннисене тирпей-илем кĕртме, монтаж ĕçĕсене хăвăртлатма сĕнчĕ. Тĕл пулăва пынисем тутарсем газ кĕртес ĕçе мĕншĕн юхăнтарса янине яр-уççăн каларĕç, район пуçлăхĕ вĕсем патне килсе çÿременнишĕн пăшăрханчĕç. Министр октябрь уйăхĕнче газ çунасса шантарчĕ.