Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтартусем лайăхланчĕç

    Кăçал халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центр кăтартăвĕсем чылай лайăхланчĕç. Иртнĕ сакăр уйăхра çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе плана 114 процент пурнăçланă. 530 çын вырăнне 607 çынна ĕç тупса панă.

    Ĕçсĕррисене професси илме пулăшассипе те ĕçе вăйлатсах пыраççĕ. Кăçал пурĕ 75 çынна вĕренме яма палăртнăччĕ. Ку таранччен професси илекенсен шучĕ 69-а çитрĕ.

   Çакна палăртма та кăмăллă. Обществăлла ĕçсене 100 çын вырăнне 107 çынна, хÿтлĕх сахалтараххисене 6 вырăнне 8 çынна, 340 вырăнне 370 вĕренекене ĕçе вырнаçтарнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2004
00:00
Поделиться