Укçа хывнă
Шуршăлти Космонавтика музейĕн комплексне аталантарма, çав шутра А. Г. Николаев космонавта тирпейлесе пытарнă вырăнта часавай тума укçа-тенкĕ пухни çинчен пурте пĕлеççĕ. Пирĕн районта хăш-пĕр организацисем, уйрăм çынсем сăваплă çак ĕçе хутшăнса хăйсен тÿпине хывмашкăн кăмăл турĕç.
Акă, Раççей Федерацийĕн Финанс министерствин федеративлă казначействин Элĕк районĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем пĕр кунхи ĕç укçине Шуршăлта часавай тунă çĕре куçарнă. Çавăн пекех вĕсем Бесланта инкек тÿснисене те пулăшма кăмăл тунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета