Ватăсен кунне тивĕçлипе кĕтсе илер
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсе кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Кăçал та ку уява организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче, ĕç коллективĕсенче ирттермелле. Çав кун райцентрти парикмахерскисенче кинемейсемпе мучисен çÿçĕсене тÿлевсĕр касассине йĕркелемелле. Элĕкри, Шĕмшешри, Вырăс Сурăмĕнчи Ваттисен çурчĕсенче тематика каçĕсем ирттерме палăртнă. Элĕкри культура керменĕнче вара «Ватлăх кĕтет хÿтлĕх» ятпа кану каçĕ пулмалла. Çавăн пекех октябрĕн 2 тата 3-мĕшĕсенче ватăсене Элĕкри мунчара йÿнĕрех хакпа çăвăнтарма пăхнă.
Кăçал Ватăсен кунĕ «Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем: Раççейĕн иртнĕ кунсенчи, паянхи тата пуласлăхри паттăрлăх пĕлтерĕшĕ» ятпа иртет.