Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăнăçлă хÿтĕленĕ

     Çак кунсенче Саранск хулинчен ырă хыпар çитрĕ: пирĕн ентеше, Какаç ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăй хуракан Лев Архипович Ефимова Н.П. Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх университечĕ çумĕнчи диссертаци совечĕн членĕсем, хÿтĕлев хыççăн, пĕр сасăллă пулса истори наукисен докторĕ ятне пама йышăннă. Хÿтĕлеве Л.А. Ефимов «Школьное образование в Чувашии в 1920-2000 г.г.» ятпа диссертаци ĕçне тăратнă. Ентешĕмĕрĕн наукăри ĕçне Раççейри паллă историксем пур енлĕн тишкерсе аван паллăпа хакланă.

       Çакна та палăртма кăмăллă: ку таранччен ХХ ĕмĕрте чăваш тăрăхĕнчен ку ята Н.В. Никольский профессортан пуçласа 20 çын ытла илме тивĕçнĕ. Çапла вара, 21 ĕмĕрте Чăваш çĕрĕнче истори наукисен тепĕр докторĕ çуралчĕ. Лев Архипович элĕксемшĕн çĕнĕ ят мар. Ăсчах Элĕк районĕпе Чăваш çĕрĕ çинчен çырнă 17 кĕнеке авторĕ. Хальлĕхе Л.А. Ефимовăн ăслăлăх докторĕн ятне çирĕплетессе Аслă аттестаци комиссийĕ (ВАК) йышăнăвне кĕтме тивет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 октября 2004
00:00
Поделиться