Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕрхи призыв пуçланчĕ

   Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче раштавăн пĕрремĕшĕччен кĕрхи призыв пырать. Халĕ районти 200-е яхăн çамрăка çар ĕç коммисариатне чĕнтернĕ. Кĕркуннехи тапхăрта 1977-1986 çулсече çуралнă яш-кĕрĕм салтак аттине тăхăнĕ. Анчах та çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланиччен каччăсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивĕ. Çавна май вĕренекенсем е тĕрлĕ чир-чĕрпе аптракансем вăхăтлăха отсрочка илеççĕ. Кĕрхи призывра 50 çынна çара ăсатма палăртнă. Пĕрремĕш ушкăн чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче салтака тухса кайĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 октября 2004
00:00
Поделиться