Йĕркелÿ комитечĕ ĕçе пикенчĕ
ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕ çитес çул Парксемпе садсен çулталăкĕ пулмалла. Çавна май районта хатĕрленÿ ĕçĕсем параççĕ. Мероприятисен планне хатĕрленĕ. Йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Вăл 9 çынран тăрать, ертÿçи – район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Йĕркелÿ комитечĕн виçĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта Парксемпе садсен çулталăкне ирттерессипе тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета