Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура пиллĕкмĕш пулнă

   Чăваш спортменĕсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусене палăрнинчен тĕлĕнме пăрахрăмăр. Америкăн пĕрлешÿллĕ Штатсен Чикаго хулинче юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ Тĕнчери марафона чăваш хĕрĕсем те хутшăннă. Эренар хĕрĕ – Альбина Иванова та тупăшнă ку ăмăртура. Тĕнче класлă спорт мастерĕн кăтартăвĕ Африкăра иртнĕ Олимп вăййисенчи вăхăтран чылай лайăхрах. А. Иванова вăрăм дистанцире чупса ăмăртакансен хушшинче пиллĕкмĕш пулнă. Тепĕр чăваш хĕрĕ – С. Захарова вара виççĕмĕш вырăна тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2004
00:00
Поделиться