Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавăтсем йывăç лартаççĕ

      ЧР Президенчĕ Н. Федоров килес çула Парксен тата садсен çулталăкĕ пуласси çинчен кăларнă Указа пурнăçлас ĕçсене Тавăт ял администрацийĕ çак кунсенчех пуçăннă. Темиçе çул каярах «Таутово» хуçалăхăн сĕт-çу фермипе çитĕнсе пыракан вăрман хĕрри таранах хырсемпе чăрăшсем лартнă пулнă. Анчах хунавсем пурте чашăл çитĕнеймен, шăтса тухнисене выльăхсем амантнă. Ку тăрăха çĕнĕрен ешертсе чĕртес тесе ял администрацийĕнче, «Таутово» хуçалăх бухгалтерийĕнче, культура çуртĕнче, перекет кассинче ĕçлекенсем аманнă йывăçсем вырăнне 150 тĕм çăка тата пилеш хунавĕсем лартнă. Тавăт шкулĕнче вĕренекенсем те стадион йĕри-тавра пилеш лартса тухнă. Ватăсен кунĕнче Аслă вăрçă ветеранĕсем «Таутово» хуçалăх садĕнче 50 тĕм йывăç лартнă. Халĕ ял çыннисем хăйсен кил хуçалăхĕ тавра йывăçсем лартассипе нумай тимлеççĕ. Акă, Павлушкăнĕнчи Иван Алексеев пенсионер çырма-çатра тăрăхне 100 ытла çăка, пилеш тураттисем лартса хăварнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2004
00:00
Поделиться