Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ аллейăсем ÿсеççĕ

  Çуркуннепе Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекенсем Мăн Шĕвĕш уйĕнче тăхăр пин йывăç лартнăччĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ чĕрĕлсе вăй илнĕ ĕнтĕ халĕ. Юпа уйăхĕн çурринче вĕренекенсем каллех пĕрлехи ĕçе кÿлĕнчĕç. Вĕсем культура ĕçченĕсемпе пĕрле Мăн Шĕвĕш ялĕнчи клуб çывăхĕнче, унтан Тури Хурасанта чĕрĕ йывăçсенчен аллея лартса тухрĕç. Элĕкри вăрман хуçалăхĕнчен 3500 хунав турттарса килнĕ. Йывăç лартас ĕçе Сурăм вăрманĕн лесничийĕ А.М. Михайлов, «Новый путь» хуçалăх ертÿçи И.Н. Игнатьев, Чăваш Сурăм шкул директорĕ М.Н. Яковлев та хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, вĕренекенсем шкул садĕнче те 20 улма йывăççи лартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 октября 2004
00:00
Поделиться