Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялсем газсăр юлмĕç

      Районта пурăнмалли çурт-йĕрпе çул-йĕр тумалли план пурнăçланса пырать. Çĕнĕ çул тĕлне Элĕкри 24 хваттерлĕ çурт хута каймалла. Ялсене 105 çухрăм газ пăрăхĕсем хывмалла. Ку ĕçе 9 уйăхра 59 çухрăм пурнăçланă.Кăçал ку таранччен 650 киле газ кĕртнĕ, çулталăк вĕçлениччен пин ытла килте газ çунмалла. Çак кунсенче Атмалкасси, Куракăш ялĕсенче газ ямалла. «Çапла вара кăçал районта газ кĕртес ĕç вĕçленмелле», - терĕ район администрацийĕн капиталлă строительство управленийĕн тĕп специалисчĕ Виталий Степанов.

Халĕ районта виçĕ ялта газ пăрăхĕсем хывмашкăн траншейăсем чаваççĕ. Ку ĕç вĕçленсе пырать.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 октября 2004
00:00
Поделиться