Аллея вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлтăр
Мăн Выла ялĕ пĕчĕкех мар пулин те, кăçал çут тĕнчене икĕ пепкепе çеç килнĕ. Тин çеç çуралнă ачасене халалласа культура ĕçченĕсемпе ял администрацийĕн специалисчĕсем. Çамрăк ăру аллеине уçрĕç. Ял администраци пуçлăхĕ Н. Лаврентьева аллея уçăлни çинчен пĕлтерсе ăшă сăмахсем каларĕ. «Çултан-çул çуралакансен йышĕ ÿссе пытăр, аллея вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлтăр»,- терĕç кульура ĕçченĕсем. Пĕчĕк пепкесемпе ашшĕ-амăшĕсем пĕр пулса ял администраци çурчĕ çумĕнче хыр, чăрăш лартрĕç. Икĕ пепке – икĕ çемье. Вĕсем – Викторпа Света Козловсем тата вĕсен хĕрĕ Валерия, Вячеславпа Альбина Тихоновсем, вĕсен ывăлĕ Юра. Ачасем те аякра юлмарĕç. Акă, йĕкĕрĕшсем Софийăпа Степан та йывăç вуллисене тытса пулăшрĕç.
Йывăçсем лартнă хыççăн пепкесемпе ашшĕ-амăшĕсене пĕчĕк парнепе чысларĕç.