Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿпе таврăнчĕç

  1991-92, 1993-94, 1995 çулсенче çуралнисем çак кунсенче Чулхула облаçĕнчи Сеченово хулинче рингра кĕрешрĕç. Воркутаран, Ростов облаçĕнчен, Новошахтинск хулинчен – ăçтан кăна пыман пулĕ спортсменсем; 18 хула боксерĕсем хушшинче Чăваш Енрен Канаш, Муркаш, Элĕк командисем. Элĕксем аван кăтартусем турĕç. М. Максимов пĕрремĕш кунне пĕр хулари боксера çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш кунне Муркаш районĕнчен пынă А. Скворцова çăммăллăнах парăнтарчĕ. 35 килограмлă виçере Ф. Федоров çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. А. Григорьев 37 килограмлă виçере çапăçрĕ, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Б. Максимов финалти Новошахтинск спортсменĕпе тупăшрĕ. Вăл ăна çĕнтерме пултарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2004
00:00
Поделиться