Мала тухнисене – парнесем
Вырма – ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн чи хĕрÿ вăхăт. Çак ответлă тапхăрти кăтартусене пĕтĕмлетнĕ те ĕнтĕ. Экономикăлла ăмăртура çак комбайнерсем мала тухнине палăртнă.
«Правда» хуçалăхра Вячеслав Владимирович Аверкиев экипажĕ, СК-5 комбайнпа 448 тонна тырă çапса илнĕ, районти комбайнерсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна 1000 тенкĕлĕх парне параççĕ.
«Слава» хуçалăхри Василий Иванович Максимов экипажĕ, СК-5 комбайнпа 441 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна 800 тенкĕлĕх парне тивĕçнĕ.
«Новый путь» хуçалăхри Юрий Михайлович Иванов экипажĕ, Дон-1500 комбайнпа 620 тонна тырă вырса илнĕ. Вăл виççĕмĕш вырăнта.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета