Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малти вырăна тухнă

      Райпо ÿсĕмсем тунинчен тĕлĕнме те пăрахрăмăр ĕнтĕ. Кăçалхи çул та ăнăçлă ĕçлеççĕ суту-илÿ ĕçченĕсем. Пурте хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăран кăтартусем те лайăх. 2004 çулхи иккĕмĕш квартал ĕç итогĕсем тăрăх Элĕк райповĕ çĕршыври потребкоопераци системинче ĕçлекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухнине пĕлтернĕччĕ. Халĕ Мускавран тата тепĕр саламлă телеграмма килсе çитнĕ. Центросоюз председателĕ В. Ермаков райпо коллективне виççĕмĕш кварталта та малти вырăна йышăннă ятпа ăшшăн саламланă.

Ю. Харитонов пултаруллă ертÿçĕ пулнишĕн чăннипех те мухтанмалла Элĕк ен çыннисен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 ноября 2004
00:00
Поделиться