Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкула – автобус

  Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче Президент программипе республикăна 10 шкул автобусĕ килнĕччĕ. Нумаях пулмасть тата 27 шкул, вĕсем хушшинче пирĕн районти Элĕк шкулĕ те пур, «Шкул автобусĕ» программăпа транспортлă пулчĕç. Çавна май паян республикăра пĕтĕмпе 190 автобус кашни кунах 412 маршрутпа 7 пин ачана базăллă шкулсене турттарать.

   Вĕренекенсем автобуспа шкула çеç çÿремĕç. Транспорт пурри хулана спектакльсене, экскурсисене кайма май парать. Апла шкул ачи тавракурăма ÿстерме, паянхи пурнăç ыйтнă пек пурăнма пултарать. Шăп çак ыйту çинче чарăнса тăнă та ЧР Президенчĕ Н. Федоров Вăрнарта директорсене свидетельствосем алла панă чухне.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 ноября 2004
00:00
Поделиться