Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăлăх ачасем те çемье ăшшине тупаççĕ

 

       Ача-пăча тени амăшне савăнăç кÿтĕр, тăлăх ан ÿстĕр. Анчах та пирĕн йышра хăйсен тĕпренчĕкĕсенчен сивĕнекенсем те пур-ха. Акă, кăçал кăрлач-юпа уйăхĕсенче район территорийĕнче пурăнакан 5 çемьерен, ĕçкĕпе иртĕхнĕрен, 10 ача туртса илме тиврĕ. Хăшĕ-пĕрне инерната ăсатнă пулсан, теприсем çемье ăшшине тупма та ĕлкĕрчĕç.

Ашшĕ-амăшĕн юратăвĕсĕр юлнă тĕпренчĕксене хăйсен хÿттине илекенсем те çук мар. 2004 çулта икĕ çемьере икшер ачана усрава илнĕ. Пĕрисем Чăваш Сурăмĕнчен, теприсем Мăн Вылă тăрăхĕнчен. Çавăн пекех çичĕ ачана опекунсем тупса панă. Çулталăк та икĕ уйăхран пуçласа тăхăр çулчченхисене усрава илнĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2004
00:00
Поделиться