Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Воспитани ыйтăвĕсемпе канашлу

       Ашшĕ-амăшĕ тата ачисем – яланхи çивĕч ыйту. Мĕнлерех татса памалла ăна, еплерех майсем тупмалла; Çакăн пирки ĕçлĕ канашлу ирттерчĕç район администрацийĕн культурăпа спорт управленийĕ, райпрокуратура, шалти ĕçсен пайĕ тата райадминистраци çумĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен комитет. Канашлура шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйсен аслă инспекторĕ А. Венедиктов, район прокурорĕн заместителĕ Ф. Лазарева, райадминистрацин культурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Л. Семенова, çамрăксемпе ĕçлекен комитет ертÿçи Л. Антонова, Элĕкри культура çурчĕн директорĕ Л. Константинова тата ыттисем çитĕнекен ăрăва лайăх воспитани парса ÿстерессишĕн пурин те пĕрле – ашшĕ-амăшĕсен, учительсен тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕç, эрех-сăра ĕçсе, наркотиксемпе айкашни сывă пурнăç патне çитерменни çинчен çивĕччĕн калаçрĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2004
00:00
Поделиться