Ялсенче çуртсем çĕкленеççĕ
Юлашки çулсенче районта уйрăм çынсен çурчĕсене çĕклесси анлă сарăлчĕ. Çурт-йĕр çавăрас ĕçре ял халăхне патшалăх ятарлă пысăк пулăшу парать. Çапла майпа вунă уйăхра уйрăм çуртсен 7695 тăваткал метрĕ хута кайнă. Урăхла каласан, 79 çемье çĕнĕ çуртсене пурăнма куçнă. Ипотека кредичĕпе 13 çемье усă курнă, вĕсене 886 пин тенкĕ уйăрса панă. Çитес кунсенче Элĕкри 24 хватерлĕ пурăнмалли çурт хута каймалла. Ку çурта комиссии йышăннă ĕнтĕ.
Районта харпăр хăй тĕллĕн çурт тăвакансем чылайăн. Апла пулсан ялсен малашлăхĕ пĕтмест-ха.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета