Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инвалидсене çăмăллăхсем кĕтеççĕ

      Инвалид пуласси никамшăн та савăнăç мар. Сывлăха пула сусăрланнисем çине яланах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Çавна май Инвалидсен кунĕнче те вĕсене çăмăллăхсем пама палăртнă.

   Декабрĕн 3-мĕшĕнче район центрĕнчи парикмахерскисенче инвалидсем тÿлевсĕр пулăшу илĕç. Декабрĕн 4-5-мĕшĕсенче мунчара та йÿнĕрех хакпа çăвăнма майсем пулĕç.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн актовăй залĕнче Инвалидсен кунĕ ячĕпе савăнăçлă пуху иртет. Унта кашни ял администрацийĕнченех инвалид-амăшĕсем хутшăнĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2004
00:00
Поделиться