Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăр ĕçе хĕрарăм çине «тиерĕç»

 

   «Волга» хуçалăх ĕçченĕсем ноябрь уйăхĕнче икĕ хутчен пĕрлехи пухăва пуçтарăнчĕç. Малтанхинче халăх сахал пулчĕ, çавăнпа та пухăва уçас темерĕç. Иккĕмĕш хутĕнче ял ĕçченĕсем пычĕçех вытăнти культура çуртне. Тĕп ыйту – хуçалăх ертÿçине суйласси. Вырма тапхăрĕнче ĕç-пуçа С. Кудрявцева йĕркелесе тăчĕ-ха, анчах та ун çине яваплăха вăхăтлăха çеç тиенĕччĕ. Ку хутĕнче ертÿçĕне кама лартассине пăхса тухрĕç. Светлана Кудроявцевăсăр пуçне ытти кандидатсем тупăнмарĕç. «Вăлах ĕçлетĕр»,-терĕç залра ларакансем. Çапла вара «Волга» хуçалăх ĕçченĕсем «йывăр лава туртса пыма» хĕрарăмах шанчĕç. Çакна та каламалла: унчеен вăл бригадирта ĕçленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2004
00:00
Поделиться