Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каччăсем салтака каяççĕ

     Хулпуççи урлă алшăлли çакнă, салтак юрри шăрантаракан яш-кĕрĕме ялсенче час-часах асăрхама пуçларăмăр. Çакă кĕрхи призыв пуçланнине, каччăсем тăван килпе икĕ çуллăха сывпуллашнине пĕлтерет те ĕнтĕ. Кĕрхи призывра пирĕн районти 50 çамрăк çар ретне тăмалла. Тăватă çынран тăракан пĕрремĕш ушкăн чÿк уйăхĕн çирĕм улттăмĕшĕнче çара ăсанчĕ. Иртнĕ тунтикун вара вуннăн салтак тумне тăхăнчĕç. Хальлĕхе яшсем вĕрентÿ центрне çул тытаççĕ. Унтан вара тĕрлĕ чаçсене саланаççĕ. 14-шĕ те типçĕр çинчи çар чаçĕсене лекĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 декабря 2004
00:00
Поделиться