Çамрăк боксерсем медальсĕр таврăнман
Пирĕн район боксерĕсем республика, Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнни çинчен чылайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче М. Максимов, Андрейпа Ваня Григорьевсем Космодемьянск хулинче пулчĕç. Кĕçĕн ушкăнри боксерсен йышĕнче М. Максимов лайăх кăтартусемпе палăрчĕ, финала тухрĕ. Космодемьянск боксерне çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Андрей Григорьев иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Аслă ушкăнри боксерсен йышĕнче 46 килограмлă виçере Ваня Григорьев ăнăçлă кĕрешрĕ. Финалта Мари Эл чемпионне çĕнтерме пултарчĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета