Культура çуртне газпа ăшăтаççĕ
Культура учрежденийĕсене газификацилесси вăй илсе пырать. Паянхи куна илсен, 17-шне çут çанталăк газĕ çитнĕ. Чылай çул ĕмĕтленни çак кунсенче Ишпарайккăри культура çуртĕнче те пурнăçланчĕ. Пысăк та çутă çурта газпа ăшăтма пуçланă.
Культура çурчĕ 5 ял ыйтăвне тивĕçтерет. Художество пултарулăх коллективĕ районти смотр-конкурссене активлă хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.
Культура çуртне газификацилеме ял çыннисем, çамрăксем пысăк пулăшу панă. «Элĕк газ» ĕçченĕсем хăйсен ĕçне хăвăрт та лайăх пурнăçларĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета