Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулăхлăха ÿстерессипе – конкурс

Район администарцийĕ, унăн ял хуçалăх управленийĕ тăпра пулăхлăхне ÿстерес тĕллевпе ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан тата специализациленнĕ организацисем хушшинче конкурс ирттереççĕ. Унта хутшăнса, çакăн пек ĕçсем пурнăçлама палăртнă: 830 гектар çине извеç материалĕ, 230 гекта çине хлорлă кали, 350 гектар çине фосфор çăнăхĕ турттарса тухса сапмалла.

        Заявкăсене конкурс çинчен район хаçатĕнче пичетленĕ хыççăн 43 кун хушшинче йышăнаççĕ. Конкурса йĕркелесе пыма тата унăн итогĕсене пĕтĕмлетме 5 çынран комисси туса хунă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2004
00:00
Поделиться