Çамрăк ертÿçĕ ĕçченсене хавхалантарчĕ
Юрий Анатольевич Моисеев «Таутово» хуçалăха нумаях пулмасть ерсте пыма тытăнчĕ. Хĕрÿ чĕреллĕ çамрăк вырăнти ĕç-пуçа майĕпен йĕркелесе яма пуçларĕ те ĕнтĕ. Ял ĕçченĕсене шалу та пачĕ. Ĕçлекене хавхалантарас тĕллевпе вара хуçалăхра уяв турĕ. Çав кун Ю. Моисеев мехпаркра, фермăра, бригадăра ĕçлекенсене преми парса чысларĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн чи кăмăла каяканни вăл концерт пулчĕ. Шупашкартан килнĕ С. Павлов, А. Шадриков, Е. Иовлева, А. Московский юрăçсем залра ларакансене ик сехете яхăн савăнăç кÿчĕç. «Юрий Анатольевича уяв туса панăшăн тавтапуçах», - терĕç çав кун ял ĕçченĕсем килĕсене саланнă май. Тутлă шÿрпе çитерни те асра юлчĕ вĕсемшĕн.