Депутатсене шанмалла-ши?
Депутат вăл, тепĕр майлă каласан, халăх тарçи шутланать. Анчах Элĕк район депутачĕсем пирки çакна калама пулатех-ши? Çитес çулхи бюджета йышăннă чухне депутатсен «çивĕчлĕхĕ» лайăхах палăрчĕ. Хăщ отрасле мĕн чухлĕ укçа хывмаллине чи малтанах бюджет комиссинче пăхса тухрĕç. Райхаçат редакцийĕ те 2005 çулхи район бюджетне хĕрĕх пин кĕртсе пама ыйтса çырнăччĕ. Анчах та вăтăр пилĕк пин çеç кĕртнĕ пулнă. Комиссире тепĕр пилĕк пинĕ пирки сăмах хаскатма лекрĕ. Тĕлĕнмелле те – бюджет комиссийĕн ĕçне çав кун ертсе пынă А. Терентьев тата ытти хăш-пĕр депутатсем шыв сыпнă пекех чĕмсĕр ларчĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче те редакцине пилĕк пин хушса парас ыйтăва, Г. Соколов депутатсăр пуçне, урăх никам та çĕклемерĕ. «Укçа çук», - терĕ В. Анисимов пуçлăх. Унпа килĕшрĕç пулас «халăх тарçисем». Унччен вара хăш-пĕр депутатсем, лару пуçланиччен, редакци ыйтнă чухлех бюджета укçа кĕртсе пама шантарчĕç. «Хĕрÿ» вăхăт çитрĕ те – ура çине тăрса пĕр-ик сăмах калама та вăй-хал çитереймерĕç хайхискерсем. Вăт мĕнле «пултаруллă» иккен депутатсем.