Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватă çынсене – знак

     Районта Кĕçĕн Тăванти Иван Евдокимович Измайловпа Янкурасри Федор Владимирович Удякова пĕлмен çын сахал. Иккĕшĕ те халĕ тивĕçлĕ канура. Хăй вăхăтĕнче вĕсем ял хуçалăхне çĕклессишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Аякри çĕр çине те кайса вăй хума тивнĕ. И. Измайлов, акă, Свердлов ячĕллĕ хуçалăха нумай çул ертсе пынă пулсан, Ф. Удяков районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çумĕнче тимленĕ, çĕр комитетне ертсе пынă. Çак кунсенче вĕсене иккĕшне те «Раççейĕн хура мар çĕрĕсене йĕркелени 30 çул» знакпа наградăланă.

- Ку пирĕн ĕçе хаклани, - терĕç вĕсем, çак знака илнĕ май.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2004
00:00
Поделиться