Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЧР Президенчĕн парнине тивĕçнĕ

 

       Кăçал республикăра, çавăн пекех районта та «Çулталăкри çемье» конкурс иртнĕччĕ. Çав мероприятие хутшăнса, çемьесем хăйсен пултарулăхне пур енлĕ кăтартассипе ăмăртрĕç. Конкурсра Çирĕккасси ялĕнчи учительсен Елена Васильевнăпа Петр Иванович Ивановсен çемйи мала тухнăччĕ. Вĕсем республика шайĕнче те ырăпа палăрнăччĕ.

Çак кунсенче çĕнтерÿçĕ-çемьесене Шупашкарта чысланă. Вĕсене ЧР Президенчĕ хаклă парнесем панă. Çав хисепе Çирĕккассинчи Ивановсем те тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2004
00:00
Поделиться