Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мускаври конференцие хутшăннă

Раштав уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче Раççей Наукăпа Тĕпчев академийĕн истори институтĕнче практикăпа наукăн XIX конференцийĕ иртнĕ. Ăна Мускаври Наукăпа Культура, Çутĕç обществи йĕркеленĕ. Унта пухăннисем «Раççей ялĕ: ĕнер тата паян» темăпа ĕçленĕ. Раççей шайĕнчи конференцие пирĕн районтан Чăваш Сурăмĕнчи халăх музейĕн директорĕ Е.Л. Ефимов хутшăннă, «Чăваш Сурăм сали: историлле аваллăх тата паянхи» темăпа доклад тунă вăл. Сăмах май каласан, Чăваш Республикинчен Мускава иртнĕ канашлăва виççĕн çеç кайнă. Вĕсенчен пĕри – Анна Иванова та пирĕн ентеш, ЧПУ-ра ĕçлет. Конференци тĕлне «Яллă Раççей: ĕлĕкхи тата паянхи» ятпа энциклопеди кăларнă. Унта Е.Л. Ефимовăн «Чăваш Сурăмăн историйĕ», Л.А. Ефимовăн «Элĕк сали – район центрĕ» статйисем кун çути курнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2004
00:00
Поделиться