Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăх ертÿçисем – парта хушшинче

        Иртнĕ эрнере пирĕн районти 14 хуçалăх ертÿçи кулленхи тĕп ĕçрен уйрăлса парта хушшине ларчĕ. Вĕсем пилĕк кун тĕп хулара вĕренÿ курсĕнче пулчĕç.

Хуçалăха ертсе пыракансен, уйрăмах ку ĕçе анчахрах пуçăннисен çĕннине нумай пĕлме май килчĕ. Паянхи пурнăç йывăрлăхĕсенче ĕç-пуçа еплерах майпа йĕркелесе пымалла - çакă тĕп тема пулчĕ те вĕренÿре. Хуçалăх ертÿçисемпе ЧР Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев тата унти специалистсем тĕл пулса калаçрĕç. Çивĕч ыйтусене хускатрĕç вĕсем.

Вĕренÿ курсĕ ертÿçĕсен тавракурăмне анлăлатма чылай пулăшрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 декабря 2004
00:00
Поделиться