Ветерансене – тивĕçлĕ пулăшу
Аслă ăру çыннисене социаллă пулăшу парасси лайăхланса пыни куç кĕрет. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи вунпĕр уйăхра ватăсене тивĕçлĕ пулăшу пама уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă. Акă, «Ветерансем çинчен» саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе январь-декабрь уйăхĕсенче эмелсем валли уйăрнă 1 миллион та 412 тенкĕпе пĕтĕмпех усă курнă, шăл протезĕсем лартма 715 пин тенкĕ, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн 1 миллион та 706 пин тенкĕ тăкакланă.
Районти аптека кирлĕ эмелсемпе япăх мар тивĕçтерет.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета