Çĕнĕ çулхи «каникулта» - 111 чĕнÿ
Васкавлă пулăшу уйрăмĕ тĕп больницăри чи хĕрÿ точка вырăннех. Çĕнĕ çулхи «каникул» вăхăтĕнче кунта шăнкăравсем çине-çинех пулчĕç. Уйрăммăн илсен, январĕн 1-мĕшĕнче, 5-мĕшĕнче, акă, 16-шар, 4-мĕшĕнче – 18, 7-мĕшĕнче 17 чĕнÿ йышăннă. Çав кунсенче пĕтĕмпе 111 хутчен пулăшу ыйтрĕç.
Пурин ыйтăвĕсене те тивĕçтерме тăрăшнă, Ахаль чухне куллен 1 бригада ĕçленĕ пулсан, çав кунсенче дежурствăра 2 бригада сыхă тăчĕ. Йывăр чирлисене çийĕнчех пулăшу панă. Çав хушăрах ÿсĕррисемпе те çыхăнма тивнĕ. Вĕсене пула 16 хутчен çула тухнă.
Çĕнĕ çул кунĕсенче криминал тĕслĕхĕсем те палăрчĕç. Качалавра, сăмахран, пĕр çамрăка чышкăласа илнĕ. Мăн Кăканар çынни, ÿсĕрскер, хăйĕн юн тымарне татса янă. Упăшки арăмне хĕненĕ тĕслĕхсем те пулнă.