Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăканар хастарĕ – лауреат

Çĕнĕ çула кĕрес умĕн ЧР Журналистсен союзĕн премийĕсене çĕнĕ лауреачĕсем паллă пулчĕç. Палăртма кăмăллă: вĕсен йышĕнче пирĕн районти Мăн Кăканар ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Чăвашрадиора ĕçлекен Юрий Никифоров та пур. Вăл Журналистсен союзĕпе Етĕрне район администрацийĕн Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕн 2004 çулхи лауреачĕ пулса тăчĕ. Ку премие пирвайхи Ю. Никифорова пама йышăннă. Ăна Юрий Иванович çут çанталăка упрассин тата ялсен çивĕч ыйтăвĕсемпе радиоэфира кăларнă передачăсемшĕн тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2005
00:00
Поделиться