Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЗАГС-ăн çĕнĕ хакĕсем

  Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ халăха ĕç хучĕсем, докуметсем хатĕрлеме пулăшни паллă ĕнтĕ. Кăçал вара пошлина хакĕсем палăрмаллах ÿсрĕç.

  Сăмахран, мăшăрланакансен заявлени панă чухне 200 тенкĕ тÿлемелле. Уйрăлакансен те перекет банкне çавăн чухлех укçа хывмалла. Уйрăммăн илсен, ача çуккисен те 200 тенкĕ, упăшкине тĕрмене 3 çул ытларах срока хупнă пулсан 100 тенкĕ тÿлемелле.

     Çырăнман мăшăрсене çакăн çинчен пĕлтерес килет: ачана ашшĕн хушаматне парас тесен 300 тенкĕ тÿлес пулать.

    Хушамата, ята, ашшĕн ятне улăштарас текенсен вара самаях укçа кăларса хума тивет, 500 тенкĕ ытларах хывмалла.

      Справкăсемшĕн вара тÿлев укçи пĕчĕкрех – 50 тенкĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 января 2005
00:00
Поделиться