Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эрех ĕçменнисене – преми

Урă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн 2004 çулхи кăтартусем тăрăх «Звезда» хуçалăхри икĕ водительпе икĕ механизатор премие тивĕçнĕ.

    Геннадий Денисов ертÿçĕ ĕç вăхăтĕнче эрех ĕçменнисене хавхалантармашкăн тĕллев тытнă. Çавна май çулталăкри кăтартусем тăрăх укçан преми пама йышăннă. Çакна каламалла: Г. Денисов ертÿçĕре улттăмĕш çул ĕçлет. Хуçалăха малтисен ретне кăларма пултарнă вăл. Кăçалхи çул ку хуçалăхра  эрех ĕçменнисене кăна мар, чĕлĕм туртманнисене те преми парасшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2005
00:00
Поделиться