13 миллион ытла тÿленĕ
Килти хуçалăхсене топливо туянма укçа-тенкĕ уйăрса пама пуçланăранпа тăватă çул иртрĕ. Çав тапхăрта районти 1631 çемьене пурĕ 13 миллион тенкĕ ытла, çав шутра пĕлтĕр 2 миллион та 882 пин тенкĕ тÿленĕ. Урăхла каласан, кашни çемье пуçне вăтамран 1767 тенкĕ тивнĕ.
Район центрĕнчи 132 хваттере ăшăтма 1 миллион та 48 пин тенкĕ тÿленĕ.
Кил-çурта газпа ăшăтакансем субсиди çулталăкра икĕ хутчен, кашни ултă уйăхра пĕрре, вутăпа, çĕр кăмрăкĕпе, брикетпа хутса ăшăтакансем субсиди пĕр хутчен илеççĕ.
Халăха топливăшăн укçа-тенкĕпе тивĕçтересси малалла пырать. Кăçалхи январь уйăхĕшĕн тÿлеме района укçа килчĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета