Ĕç паракансемпе – 30 килĕшÿ
Халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центр пĕлтĕр ĕçсĕр юлнисене обществăлла ĕçсене ярас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата организацисемпе 30 килĕшÿ çырнă. Обществăлла ĕçсене йĕркелессипе задание 121 процент пурнăçланă. Ку программăпа усă курса, малтан палăртнă 100 çын вырăнне 121 çынна вакансипе тивĕçтернĕ. Çав шутран 69-шĕ хĕрарăмсем, 31-шĕ 16-29 çулсенчи çамрăксем.
Обществăлла ĕçсене ирттерме 102721 тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмпе 2035 кун ĕçленĕ. Уйăхри вăтам пурлăх пулăшĕвĕ – 1059 тенкĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета