Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивале хутшăнчĕç

  Вĕренекене тарăн та çирĕп пĕлÿ парасси – вĕрентекенĕн тĕп тивĕçĕ. Ача шкула куллен кăмăлтан çÿретĕр, ăс-тăнне çĕнĕ информаципе пуянлаттăр тесен вĕрентекенĕн уроксенче тĕрлĕ меслетсемпе усă курма тивет. Çĕнĕ методика пособийĕсĕр те май çук. Нарăсăн иккĕмĕшĕнче районта физикăпа математика предметне вĕрентекенсен «Эпĕ урока каятăп» ятпа фестиваль иртрĕ. Унта пĕтĕмпе тăватă вĕрентекен хутшăнчĕç: В.В. Нестерова (Тавăт), Е.Ф. Лукина (Питĕшкасси), Л.В. Свисткова (Йăлкăш), М.В. Димитриева (Элĕк). Педагогсем Элĕкри вăтам шкулта тĕрлĕ классенче уçă уроксем ирттерчĕç, вĕсен ĕçĕсене ытти вĕрентекенсем хакларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 февраля 2005
00:00
Поделиться