Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мускавра пурăнсан та Элĕк çыннине манмасть

Мускавра нумаях пулмасть «Кооперация – моя судьба» кĕнеке пичетленсе тухнă. Унта Центросоюз председателĕн В. Ермаковăн пурнăçĕнчи, ĕçĕ-хĕлĕнчи саманчĕсене сăн ÿкерчĕксемпе сăнласа панă. Кĕнекен тиражĕ те пысăк мар, çĕр экземпляр çеç. Центросоюз председателю Элĕк тăрăхне те килсе кайнăччĕ, райпо председателĕ Ю. Харитонов вырăнти ĕç-хĕле лайăх йĕркелесе пыни савăнтарнăччĕ ăна ун чухне. Пултаруллă ертÿçĕне вăхăт иртсен те манман вăл, çавăнпах ĕнтĕ «Кооперация – моя судьба» кĕнекене Юрий Александрович ячĕпе ярса панă. Ку, паллах, пысăк чыс. Мĕншĕн тесен хăйсен кĕнекине парнелени хисепе хуни пулать-çке.   



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 февраля 2005
00:00
Поделиться