Республика тулашне те ĕçлеме каяççĕ
Ку чухне ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çивĕч тăнине пытараймăн. Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенчех ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центра çынсем нумай пынă. Январь уйăхĕнче 85 çынна учета илнĕ. Çав шутран 53-шне ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ.
56 çынна ĕçсĕррисен йышĕнчен кăларнă. 45-шне вакансипе тивĕçтернĕ. Республика тулашне ĕçлеме каякансем те чылайăн пулчĕç.
Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта ĕçсĕррисем 196 çын шутланаççĕ. Ку йыш, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, пĕчĕкрех. Иртнĕ уйăхра ĕç паракансенчен 11 ваканси кăна килнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета