Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

9 пăшал конфискациленĕ

  Февраль пуçламăшĕнче республикăра та, çав шутра районта та «Арсенал» операци иртрĕ. Элĕкри шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çав вăхăтра килте хĕçпăшал тытма пултаракан 87 çынна тĕрĕслерĕç. Пăшала йĕркене пăсса упракан 9 çынна тупса палăртрĕç. Вĕсене хирĕç протоколсем çырнă, пăшалĕсене кофискациленĕ. Штраф тÿлесен çеç каялла тавăрса парĕç. Калас пулать, штраф сумми пĕчĕкех мар, 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таранах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2005
00:00
Поделиться