Пĕрисене асфальт çул, теприсене шыв кирлĕ
Иртнĕ эрнере Йăлкăшри вăтам шкулăн актсен залĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. Чăн малтанах шкул ачисем пĕчĕк концерт кăтартрĕç. Унтан пуху хăй ĕçне пуçларĕ. Ял çынни ăнланманни, ăна кăсăклантараканни, паллах, чылай. Анчах кама мĕн ытларах пăшăрхантарать? Пĕчĕк йăлкăшсемпе изванкăсем, акă, асфальтлă çул кирлине каларĕç. Тимĕрçкассисем вара яла шыв кĕртесшĕн. Кунта çак ĕçе пуçланă та ĕнтĕ.
Пухăва район администрацийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ О. Сергеева субсидипе, нумай ачаллă çемьесемпе усă курма пултаракан çăмăллăхсем çинчен чарăнса тăчĕ. Вĕрентÿ упавленийĕн начальникĕ Л. Петрова шкулăн çĕнĕ реформипе паллаштарчĕ.