Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăххисен шутĕнче

  Юлашки виçĕ çулсенчи (2001-2003) икĕ кăтарту енĕпе: продукци тата пулăшу ĕçĕсене реализацилесе услам тунине, çулталăкри вăтам кăтартусен баланс тупăшне шута илсе, Раççей шайĕпе танлаштарсан, пирĕн Чăваш Республикинчи 100 хуçалăха чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Вĕсем 21,7 процент çĕр лаптăкĕпе усă курса, республикăри мĕнпур ял хуçалăх предприятийĕсем туса илнĕ продукцин 46,6 процентне параççĕ.

   Чăваш Енри чи лайăх хуçалăхсен йышĕнче пирĕн районти «Новый путь», «Звезда», «Шумшеваши» хуçалăхсем те пур. «Новый путь» -  53-мĕш, «Звезда» - 63, «Шумшеваши»  93-мĕш вырăнсене йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 февраля 2005
00:00
Поделиться