Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Утмăл çула – утмăл çухрăм çул

  Элĕкре çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем йĕркеленĕ «Элĕк ачи» ентешлĕх хастарĕсем унăн ертÿçин, ЧНК вице-президенчĕ Владимир Иванов профессорăн çĕнĕ пуçарăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалласа Шупашкар-Элĕк çулпа 60 çухрăма йĕлтĕрпе чупса тухрĕç. Нарăсăн 19-мĕшĕнче ирпеле хулари ентешсем сумлă йыша чăтăмлă пулма ырă сунса ăсатрĕç. «Элĕк ачи» иккенне палăртакан тумпа йĕлтĕрçĕсем вырăнтан савăккăн тапранчĕç. Ушкăнра – паллă ăсчахсем, спорт ăстисем, пысăк чинри çар çыннисем, 1941-1945 çулсенчи вăрçа хутшăнни те пур. Вĕсем – Константин Арланов, Лев Макаров, Геннадий Егоров, Гелий Иванов, Виталий Сергеев, Николай Капитонов, Авенир Ермолаев, Олег Андреев, Важоров, Лев Ефимов, кĕçĕн Ефимов тата ыттисем. Тивĕшрен иртсен кăштахран Элĕк ен çĕрĕ-шывĕ пуçланать. Чикĕре хастарсене Чăваш Сурăмĕнчен пынă шкул ачисем, вĕрентекенсем кĕтсе илеççĕ, Элĕк районне çĕнĕрен йĕркеленĕренпе 40 çул çитнине, шăпах 40 çухрăм килнине паллă тăваççĕ.

  Делегаци асăннă шкула çитет. Ветерансем кунта паттăрлăх урокĕ ирттереççĕ. Кĕрнеклĕ йыш тус-тăвансем патĕнче çĕр каçать.

  Нарăсăн 20-мĕшĕнче Йăлкăшра кунти шкул директорĕ Алексей Степанов, йĕлтĕрçĕсем – Николай Яковлев, Зиновий Федоров, Н. Ларионов, шкул ачисем ентешĕмĕрсене кĕтсе илеççĕ. Алексей Аркадьевич хăнасене шкулпа паллаштарать. Пухăннă йышпа ветерансенчен пĕрин хыççăн тепри калаçать. «Хуркайăк карти», вĕçе-вĕçĕн тăсăлса, Элĕке çитсе кĕрет, урамĕсемпе çаврăнать, парка кĕрсе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче чарăнать, пĕр самант шăп тăрать.

  Культура керменĕ тĕлĕнче ял-йыш çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илет хăйĕн ентешĕсене. Унтан залра – коцерт, паттăрлăх урокĕ-калаçу.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 марта 2005
00:00
Поделиться