Мускав юрăçисем – Чăваш Сурăмĕнче
Ĕçлекен çынна хавхалантармаллах. Çакна «Новый путь» хуçалăх ертÿçипе профком аван ăнланаççĕ. Çавăнпа та нарăс уйăхĕн çирĕм саккăрмĕшĕнче ял ĕçченĕсене уяв йĕркелесе панă. Отчетлă пуху хыççăн концертпа савăнтарнă. Юрăçсем вара сурăмсене саламлама Мускав, Липецк, Тамбов хулисенчен килсе çитнĕ. «Интерью» ушкăн, «Золотое кольцо» солисчĕ, «Çăлтăр пул» номинацире çĕнтернĕ юрăç, кулăш ăсти хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Концерт виçĕ Сехет ытла пынă. Çав кун ĕçре мала тухнисене те укçан преми парса хавхалантарнă, чылай çул хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те хисеп тунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета